Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чăваш кĕнеке издательствинче «Инкеклĕ телей» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

Чăвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йăмăксем, аннесемпе асаннесем валли Чăваш кĕнеке издательстви ятарлă ярăм пуçларĕ. Вăл «Алран алла» ятпа кашни çулах тухса тăрĕ. Çав ярăмри кĕнекесене хĕрарăмсем уйрăмах килĕштерекен юратупа туслăх, çемье, кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çырнă повеçсемпе калавсем кĕрĕç. Акă ĕнтĕ пĕрремĕш кăларăм пичетленсе те тухрĕ. Вăл «Инкеклĕ телей» ятлă.

Кĕнекене Улькка Эльмен, Юрий Терентьев, Лидия Филиппова, Людмила Сачкова, Владимир Степанов, Галина Матвеева, Ольга Любимова калавĕсем тата Юлия Николаева повеçĕ кĕнĕ. Кирек хăш ӳсĕмри вулакансемшĕн те интереслĕ пултăр тесе тĕрлĕ çулти авторсен произведенийĕсене суйласа илнĕ. Анчах çак хайлавсенче пуринче те хĕрарăм шăпи малти вырăнта тăрать. 

Кĕнеке вулакансем лайăх пĕлекен Улькка Эльменĕн «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» калавĕпе пуçланать. Çынпа ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле пурăнатăн, пĕр пăт мар, çичĕ пăт та тăвар çисе яратăн, пурпĕрех пĕлсе çитейместĕн иккен. Учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан тин Надежда Ивановна хăйне упăшки ĕмĕр тăршшĕпех улталаса пурăннине пĕлет. Мĕн тери пысăк асапа кĕртсе ӳкерет ăна çак хыпар. Юрату, çемье арканнă, анчах та пурнăç çакăнпа чарăнса лармасть-çке-ха. Малалла пурăнма вăй тупмалла. Ăçтан тупмалла çакна валли хал, чи çывăх çын сутрĕ пулсан кам çумне таянмалла? Çакăн пек ыйтусемпе канăçсăрланакан Надежда Ивановна ачисем пирки те шухăшлама пăрахмасть.

Юрий Терентьев çыравçă, вăхăтсăр вилнĕскер, вулакансем валли çивĕч сатирăллă калавсемпе повеçсем çырса хăварнă. Вĕсем хушшинче Афганистан вăрçинче ывăлне çухатнă хĕрарăм çинчен çырнă калав. Çакăн пек шăпа пирĕн республикăра пурăнакан нумай хĕрарăма макăртнă. Афганистан чăвашсен чунĕнче ĕмĕрлĕх суран хăварнă.

Лидия Филипповăн «Кам эсĕ — Турă çырни?» калавĕн героини пурнăçри асапĕсемшĕн хăй те айăплă, паллах. Анчах та кам йăнăшмасăр пурăнаять-ши çак арăш-пирĕш пурнăçра? Вăрçатăр-и ăна, шеллетĕр-и — хăвăр хак парăр. Людмила Сачкова произведенийĕсем вулакан чунне çатăрах ярса илекен сюжетпа уйрăлса тăраççĕ. Кĕнекене кĕнĕ калавĕсем калăпăшĕпе пысăках та мар, анчах вĕсене хумханмасăр вулаймастăн. Владимир Степанов хăйĕн произведенине мистикăллă калав тенĕ. Унти геройсемпе пулăмсене автор шухăшласа кăларнă пулин те вĕсем вулакана чăн пулнă пекех шухăшлаттараççĕ, чуна хускатаççĕ. Йывăр чирпе паттăрла кĕрешекен çынсем пурнăçра та сахал мар, вĕсен нуши хамăра пырса тивменрен кăна асăрхасах каймастпăр, çын инкекне хытă чунпа ирттерсе яратпăр. Хăшĕсен вара пурнăçра пурте пур ĕнтĕ, пурпĕрех кăмăлсăр вĕсем. Кӳршин сĕтелĕ тулăхрах пек, телейĕ туллирех пек туйăннăран кĕвĕçӳ те ăмсану кăшлать вĕсене. Ăмсанаççĕ кăна мар, усал сунса ылханаççĕ те. Ылханĕ вара икĕ вĕçлĕ. Ольга Любимовăн «Ылхан» калавĕнчи героиньăн ӳкĕнмелли кăна юлнă, анчах ӳкĕнсе те юратнă тĕпренчĕкне тавăраймĕ.

Çĕнĕ кĕнеке Юлия Николаева повеçĕпе пĕр ятлă пулни ăнсăртран мар. Авторĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, произведенийĕсем пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтран йывăр аманса таврăнакансем нумай пулнă. Упăшкисене, ывăлĕсене чунтан юратакан хĕрарăмсемшĕн вĕсем малтанхинчен те хаклăрах пулнă. Повесть геройĕ, йывăр суранлăскер, киле таврăнать. Хăйне юратнă арăмĕ савса кĕтсе тăрасса пач та иккĕленменскер пахчари кантра çинче салтак гимнастеркипе галифе çакăнса тăнине курать. «Мĕншĕн чĕрĕ юлтăм-ши?» — тет вăл йĕппе тирнĕ пек ыратса кайнă чĕрине лăплантараймасăр. Пӳрте кĕрсен арçын тепĕр салтака курать, арăмĕ çеç мар, тăван амăшĕ те палламалла мар суранланса пĕтнĕскерне. Вара тин Аркадий арăмĕ хăйне мĕн тери юратнине ăнланса илет. Аркадипе Вальăн малашнехи шăпи телейлĕ пуласса пачах та иккĕленместĕн, мĕншĕн тесен вĕсен çемйине пысăк юрату тытса тăрать. Вулакансем «Инкеклĕ телей» повеçри Вальăна Галина Матвеевăн «Нимĕç ачи» калавĕнчи Оксанăпа танлаштарса пăхаççех ĕнтĕ. Тен, чăн пулнине тĕпе хурса çырнă çак калава кĕнекене кĕртнине сивлекенсем те пулĕç. Оксана — нимĕçрен (тăшманран) ача çуратнă. Фашистсем ярса илнĕ территорисенче кун пек тĕслĕхсем пулкаланă. Ку темăна совет самани вăхăтĕнче литературăна кĕртесшĕнех пулман. Çырманни пурнăçра çуккине пĕлтермест вĕт. Ку калавра та — хĕрарăм шăпи, ун куççулĕ, асапĕ. Оксанăн чун ыратăвĕ çак кĕнекери ытти хĕрарăмсеннинчен сахалрах тесе кам калама пултарĕ? Вулакана шухăшлаттараканни, тавлаштараканни нумай çак кĕнекере.

Галина АНТОНОВА