Юрий Терентьев писателĕн сатирăллă произведенийĕсем – çĕнĕ кĕнекере
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Терентьев писателĕн «Мăнкун иртсен — тунтикун» ятлă кĕнеке кун çути курчĕ. Унта «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ», «Коррида, самурайсем тата Анăçран тухнă хĕвел», «Кремль сакки сарлака», «Мăнкун иртсен — тунтикун», «Çурхи тĕлĕк» сатирăллă повеçсем тата «Чечек çыххи» калав кĕнĕ. Кăларăма Г.А. Антонова пухса хатĕрленĕ.
Тарăн пĕлӳллĕ, анлă тавракурăмлă, пурнăç хури-шуррине çивĕч туйнă çыравçă Элĕк районĕнчи Исванкă ялĕнче çуралса ӳснĕ (1961—1996). Вăл Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ставрополь облаçĕнчи «Молодой ленинец» хаçатра, унтан таврăнсан тăван районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатра, республикăра тухса тăнă «Капкăн» журналта редактор, литература пайĕн заведующийĕ, тĕп редакторăн çумĕ пулса ĕçленĕ.
Унăн повеçĕсемпе калавĕсем иртнĕ ĕмĕрти сакăрвуннăмĕш, тăхăрвуннăмĕш çулсенче «Тăван Атăл» «Ялав», «Капкăн» журналсене тăтăшах пичетленнĕ. Юрий Петрович Терентьев чăваш литературине пачах çĕнĕ варкăш пек вăркăнса кĕнĕ. Пултарулăхĕпе, хăюлăхĕпе ытти çыравçăсенчен палăрмаллах уйрăлса тăнă вăл. Сатирик куçĕнчен çĕнйĕркелӳпе сӳтĕлсе-арканса кайнă çĕршыври пĕр улшăну та пытанса юлман. Шел, çыравçăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă.
Ю.Терентьевăн хаçат-журналта пичетленсе пынă кĕске калавсене 2019 çулта тухнă «Чап-чап уйăхĕ» кĕнекене кĕртнĕ.