Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пĕлÿ кунĕ тĕлне çĕн кĕнеке – парне

Пĕлÿ кунĕ тĕлне çĕн кĕнеке – парне

Çуллахи ăшă кунсем сисĕнмесĕрех вĕçсе иртрĕç, каникул хыçа юлчĕ. Паян, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çĕршывăмăрти мĕнпур ачапчана шкулсем хăйсен ытамне пуçтарчĕç. Пĕлÿ кунĕнче кашни хĕр пĕрчипе арçын ача çапла сăвăлама пултарать:
Хĕвел шевли вăратрĕ
Ирпе ирех мана.
Шкула анне ăсатрĕ:
«Чуп, такăр çул сана!»

Чечек çыххи тыттартăм
Савса учителе.
Тантăшсемпе паллашрăм –
Вылятпăр мечĕкпе.
Ку йĕркесен авторĕ – Надежда Силпи чăваш сăвăçи. Паян Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах унăн «Ылтăн пучах» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне сăвăсем кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 800 экземпляр.
Надежда Силпи ?Степанова/ 1962 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, Кÿкеçри район администрацийĕнче ĕçленĕ. 1988 çултанпа Раççей Федерацийĕн тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕсенче тăрать. Ача-пăча валли çырнă сăввисем «Тантăш» хаçатра, «Самант» журналта, вĕренÿ кĕнекисенче, «Хаваслă ачалăх», «Çунатлă çамрăклăх» кăларăмсенче пичетленнĕ.
«Ылтăн пучахри» сăвăсенче Надежда Никитична тăван ен хăйне евĕрлĕхне сăнлать, кулленхи улшăнусене асăрхама вĕрентет. Çутçанталăк çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те илемлĕ. Хĕлле çитсен тавралăх шурă шупăр тăхăнать.
Эх, çунашка, çунашка,
Юнашар ман Хураçка.
Ярăнатпăр çырмара,
Пит илемлĕ таврара!
?«Эх, çунашка!»/
Çуркунне мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕлет, кайăк-кĕшĕк вĕçсе килет. Çулла савăк кунсемпе, хĕвел ăшшипе илĕртет; кĕркунне – тулăх пулнипе.
Илĕртет кĕрхи уй-хир,
Кирлĕ мар тек çумăр-çил.
«Ылтăн пĕрчĕ» хисепре,
Вăл упранĕ кĕлетре.
?«Илĕртет кĕрхи уй-хир»./
Кĕнекере Тăван çĕршыва, чăваш тĕррине, сывă пурнăç йĕркине халалланă çаврасем те пур. Авторăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, чунра ăшă туйăмсем вăратаççĕ. Вĕсемпе паллашсан çакна эсир те туйса илейĕр.



Чувашское книжное издательство
04 сентября 2023
15:01
Поделиться