Топ-5: илемлĕ литература кăларăмĕсем
Ачасемпе яш-кĕрĕмĕн çуллахи каникулта вуламалли çĕнĕ пилĕк кăларăмпа нумаях пулмасть паллаштарнăччĕ сире. Халĕ вара Чăваш кĕнеке издательстви тăван литературăна юратакансем валли топ-5 список хатĕрлерĕ. Унта юлашки вăхăтра пичетленнĕ илемлĕ литература хайлавĕсем кĕнĕ.
1. Çĕршывăмăрăн кун-çулĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çутатса паракан произведенисем юратакансемшĕн Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ кăсăклă пулĕ. Вăл виçĕ кĕнекерен тăрать, кăçал пĕрремĕш томĕ кун çути курчĕ. Юманлăх çулçă тăкмасан арçынсене йывăр килет тет. Тăван çĕршывăн вăрçи пуçланнă çул юмансем çулçисене тăкса пĕтермесĕрех хĕле кĕреççĕ. Чăвашсемпе удмуртсем пурăнакан Тăмпай ялĕ фронта салтак хыççăн салтак ăсатать, Литваран эвакуаци йĕркипе килнĕ çынсене йышăнать. Тахçан Çĕпĕре янă кулак ывăлĕсем Çимунпа Çĕпритун яла таврăнаççĕ. Анчах пиччĕшĕпе шăллĕ – пач расна çынсем. Кашни хăйĕн тĕллевĕпе сĕмленет. Хайлаври ытти геройсен кун-çулĕ те кăсăклă.
2. Николай Евдокимовăн «Çулсем-йĕрсем» романĕ Хĕрлĕшур ялĕнче пурăнакан Лерисен çемйине, пултаруллă та мал курăмлă, вăрçă вутĕнче тата тăшман тыткăнĕнче туптаннă Александр Лери хирург ĕç-хĕлне сăнарлать. Автор вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи чăваш ялĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарать, çынсен характерĕсен тарăнлăхне курăмлăн çутатать. Халăх йăли-йĕркин енĕсене, кил-çурт, хуçалăх, ĕç хатĕрĕсен уйрăмлăхĕсене тĕрĕс кăтартса пани Николай Евдокимовăн романне кăсăклă та вĕрентÿллĕ тата кăштах тунсăхлă тăвать.
3. Хветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» малтанхи икĕ томĕ 2021–2022 çулсенче тухнăччĕ, кăçал виççĕмĕшĕ вулакан патне çитрĕ. Унта тăватă повеçпе çирĕм калав кĕнĕ. Вĕсем паллă çыравçă пултарулăхĕн тĕрлĕ тапхăрне уçса параççĕ. Сăнарсем хăйсен тÿрĕ кăмăлĕпе, чун тасалăхĕпе тыткăнлаççĕ. Кулленхи йывăрлăхсенче çĕнтерме вĕсене хăйсен шалти вăйне туйса тăни пулăшать. Çапах çирĕп чунлисемпе юнашарах хавшак хевтеллисем те тĕл пулаççĕ. Унашкаллисем юхăма май ишме кăмăллаççĕ, çăмăл çулпа утаççĕ, канлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ. Хайлавсенче мемме арçын сăнарĕсем тăтăшах курăнаççĕ. Кăларăмра «Мемме» ятлă калав та пур.
4. «Алран алла» ярăма кăмăллакансем «Сухви сехмечĕсем» хайлав пуххине суйлама пултараççĕ. Унта Григорий Лучăн, Петĕр Львовăн, Геннадий Мальцевăн, Виталий Енĕшĕн, Микиш Павăлĕн, Николай Мартыновăн, Юлия Силэмăн, Нелли Петровскаян калавĕсем тата Александр Угольниковăн повеçĕ кĕнĕ. Ачисем шкултан вĕренсе тухиччен Сухви çемйи «çынсем пекех» пурăннă. Сухви шучĕпе, малашне те «çынсем пекех» пурăнас тесен хĕрĕпе ывăлĕн аслă шкулсене вĕренме кĕмелле, сумлă ĕçе вырнаçмалла. Анчах пурнăç пур чухне те эпир шутланă пек шуса пымасть çав...
5. Поэзие сума сăвакансене Мальвина Петровăн «Витĕр Çил» кĕнекипе паллашма сĕнетпĕр. Хăй вырăнне, пурнăç тупсăмне шыракан, нимпе те çырлахайман, ялан таçталла ăнтăлакан лирика харкамçи сăвăран сăвва куçать, кашнинчех урăх сăн-сăпат туянать. Çил сăнарĕ кунта пысăк вырăн йышăнать, ахальтен мар вăл хайлав пуххин ятĕнче те вырăн тупнă. Ку вăй чул ту пек хытса ларман, тĕрлĕрен пулма пĕлет: пехиллĕ, витĕр, ачаш, шухă, тăлăх... Поэта самана уйрăмлăхĕсем те шухăша путма, алла калем тытма хистеççĕ. Ăна хавхалантараканĕ вара – «Сăмах – Сăвă – Чĕлхе – Халăх».