Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Николай Ларионов «Микки мыскарисемпе» паллаштарать

Николай Ларионов «Микки мыскарисемпе» паллаштарать

Ачалăх теми чылай поэт-прозаика хавхалантарнă, халĕ те çĕнĕ хайлавсем çырма хĕтĕртсех тăрать. Тÿрех Марфа Трубинан «Ача чухнехи», Александр Галкинăн «Хаваслă ачасем», Валентина Тараватăн «Чăн-чăн туслăх», Николай Ишентейĕн «Ыранхи кун вĕçевĕ» кăларăмĕсем аса килеççĕ. Шухăша путсан тата та чылай произведени асăнма пулать. Çак кунсенче ку çÿлĕке тепĕр хайлав пуххи пуянлатрĕ – Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Микки мыскарисем». Унăн авторĕ – Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Ларионов çыравçă-журналист. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Кăларăма кĕçĕн çулхи ачасем валли хайланă вун пĕр калав кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова. Юлия Лутошкина художникăн ÿкерчĕкĕсем вулакана хайлавăн илемлĕ тĕнчине туххăмрах ертсе кĕреççĕ. Автор пире лара-тăра пĕлмен арçын ачапа – Миккипе – паллаштарать. Хăшĕ-пĕри ăна чарусăр теме те пултарать. Анчах ку суя пулĕччĕ, мĕншĕн тесен Микки йăлт хăй тĕпчесе-тĕрĕслесе пăхма юратать, унăн малта пулас, ăслă курăнас, тутлă çиес килет. Кичемленсе ларасси те ют ăна. Ытларах пĕлес-курас-туяс килни хыççăн кайса тăтăшах тĕрлĕ пăтăрмаха çакланать тĕп сăнар. Мыскарисем çавăнтан пуçланаççĕ те ĕнтĕ. Акă «Микки тракторист пуласшăн» калавра вăл ирĕк ыйтмасăрах Миттюк пиччĕшĕн тракторне кĕрсе ларать, педальсене, тыткăçсене пускаласа-турткаласа пăхать. Трактор «кутăнлашма» тытăнсан ача хăй тĕрĕс мар тунине ăнланса илет те тарать. Килне кайма шикленнипе кукамăшĕ патне чавтарать. Кунта та суйма тивет унăн. Ултав юр чăмакки пек ÿссе-купаланса пырать. Юрать-ха, ватă çын мăнукне ăслă канаш парать.

Кун хыççăн Микки тĕслĕхлĕ ача пулса тăрать тесе шутлатăр тăк эсир йăнăшатăр. Тепринче вăл амăшĕ асăрхаттарнине хăлхине чикмест те тантăшĕсемпе пĕрле шыва кĕме вĕçтерет. Кĕç аслатиллĕ çумăр пуçланать. Ăçта кайса кĕмелле№ Кĕпер айне чупса çитеççĕ-ха, тулĕк унта та хÿтĕ тееймĕн. Самаях тертленме тивет Миккипе Мăккăлĕн...

Ÿркевпе наянлăх аптăратса çитерсен тĕп сăнар чееленме те пултарать. «Вăрланă пулăсем» калавра вăл Миххана «пулла» ертсе каять. Çÿлти кас ачисем пĕве пĕвелесе пулă тытнă хушăра кусем выляса çÿреççĕ, лешсем тупăшне туйăн çинчи пĕчĕк кÿлленчĕксене ярса хăварсан вара сасартăк тупăнаççĕ те мĕнпур пулла пуçтарса каяççĕ. Вĕсене курсан шалт тĕлĕнет Микки аслашшĕ: «Ай-яй! Эсир кĕске вăхăтрах çакăн чухлĕ пулă тытайрăр-и вара№ Ытти чух çур кун иртетчĕ-çке...» Мĕн хуравлĕç-ши юлташсем№ Тĕрĕслĕх çиеле тухĕ-ши№

«Тулли кунтăк» хайлавра хайхи Миххапа Миккие аслашшĕ кăмпана илсе каять. Вăрмана каясси пирки калаçăвне Микки хăй пуçарать-ха, анчах вырăна çитсен кăмăлĕ лап сÿнет. Кăмпа пухасси çăмăл мар иккен. Ăна татиччен малтан шыраса тупмалла. Арçын ачашăн ку ĕç кичем пек туйăнать-тĕр. «Киле каяс килет», – тет вăл. «Тавçăруллăскер» кунта та карçинккана часрах тултармалли мел шухăшласа кăларать.

Çапла, пĕртте пуç усса çÿремест Микки. Такăнсан, йăнăшсан та пурнăç савăклăхне çухатмасть. Таçта та çитет, тем те туса пăхать. Ÿкĕнмелли, пите пĕçертмелли самантсем татах пулаççĕ унăн. Калавсем чăннипех те кăсăклă, çăмăллăн вуланаççĕ.



21 августа 2023
10:13
Поделиться