Ирина Кошкина çыравçăн кĕнеки Уйăхпа тата ытти туссемпе паллаштарать
Ирина Кошкина ятне чăваш хаçат-журналне вулакансем аванах пĕлеççĕ, «Çамрăксен хаçатĕнче» унăн чуна пырса тивекен чылай статья пичетленет. Чăваш кĕнекин тусĕсем вăл пултаруллă çыравçă пулнине те курчĕç: унăн ачасем валли çырнă хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» сборниксенче кун çути курчĕç. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Ирина Станиславовнăн уйрăм кăларăмĕ кун çути курчĕ – «Уйăх юлташне çăлни» ятлă вăл. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Кĕнекене вăтам çулти ачасем валли хатĕрленĕ, унта çичĕ калав кĕнĕ.
Паянхи пурнăç тĕлĕнмелле çĕнĕлĕхсем илсе килет, пăтăрмахсем кăларса тăратать, апла пулин те пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса парасси, ваттисене хисеплеме вĕренесси, чĕрчунсене йывăр вăхăтра çăласси кирек хăш вăхăтшăн те тĕпре тăрса юлаççĕ. Шăп çакăн пек темăсене хускатнă та хăйĕн кĕнекинче Ирина Кошкина. Сăмахран, «Эстафета» калавра Миша Быстров пĕрле вĕренекен Ленькăран Пончик тесе тăрăхлама юратать: «Ау-уй, мăнтăркка. Эп çиме юратакан пончик пекех», – тесе хурать ытти арçын ачасем умĕнчех. Паллах, кÿренмелле сăмахсем, вĕсем Ленькăн кăмăлне те хуçаççĕ.
Кĕтмен çĕртен Миша Быстров палламалла мар улшăнса каять – пуçтах ачаран тĕлĕнмелле шăп çÿрекен вĕренекен пулса тăрать. Кĕçех ачасем çакăн сăлтавне те пĕлеççĕ. Тепри пулсан, тен, малтанхи кÿренÿсене асра тытса Мишăн инкекĕшĕн савăнĕччĕ-ха, Леня вара шеллет ăна. Пĕр пулăм вара вĕсене туслаштарсах ярать. Мĕн пулса иртет-ха вĕсен? Куна кĕнекере вуласан пĕлетĕр.
Хальхи вăхăтра ачасем телефонран ниепле те уйрăлса пĕтеймеççĕ, интернетлă «туссăр» пурăнма çук ĕнтĕ: кирек мĕнле информацие унта шыраса тупма, вуласа пĕлме пулать. Ырлăхĕ çумĕнче усалли те юнашарах – ачасем телефонра тĕрлĕ вăйă выляса вăхăта та, сывлăха та сая яраççĕ. Вăйă тыткăнне кĕрсе ÿкнĕскерсем аслисене хисеплемеллине те манса каяççĕ. Шăп çавăн пек пулса тухать те «Асанне кулачĕ» калавра. Хăйсен йăнăшне ăнланса илме пултарĕç-ши Сашăпа Виталик – пиччĕшĕпе шăллĕ? Куна та хайлавпа паллашсан тавçăрса илетĕр.
Çамрăк çыравçă ачасене тĕлпулусенче лашасене питĕ юратнине каласа паратчĕ. Эппин, юратнă чĕрчуна халалланă калав та пулмаллах кĕнекере. Чăнах, «Уйăх юлташне çăлни» шăпах Мĕтрипе Уйăх ятлă лаша хушшинчи туслăха уçса парать. Ку ĕç-пуç чылай çул каялла, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче, пулса иртнĕ. Калав пĕрремĕш сăпатран пырать. Мĕтри – тĕп сăнарăн мăн аслашшĕ.
Мĕншĕн лашана Уйăх тесе ят панă-ха? «Тиха уйăх çутинче кун çути курнăран ăна пурте Уйăх тесе чĕнме тытăннă. Кун хыççăн пĕчĕк тиха Мĕтрин çывăх тусĕсенчен пĕри пулса тăнă. Пĕчĕкскер мăн асатте куçĕ умĕнчех ÿссе патварланнă. Амăшĕ пекех пурçăн çилхеллĕскер питĕ ачашланма юратнă. Унăн икĕ хăмăр куçĕ патĕнче, кăшт çÿлерех, шурă пăнчă пулнă. Мăн асатте тихапа юнашар пулас тесех конюха ĕçлеме вырнаçнă».
Уйăхпа Мĕтри яланах пĕрле ĕçленĕ, инкекре те пĕр-пĕрне пулăшнă. Анчах тискер вăрçă çамрăкпа выльăха пĕр-пĕринчен уйăрса янă. Пĕр шутласан, çапăçу хирĕнче юратнă лашана тупасси вăл йĕппе шыранипе танах, «ара, Уйăх пек миçе миллион лашана вăрçа илсе кайман-ши? Урхамахсем те çынсем пекех аманнă, çапăçу хирĕнчех выртса юлнă...» Шăпа вара вĕсене тепĕр хут тĕл пултарать...
Çамрăк авторпа тĕплĕнрех паллаштарма та вăхăт. Ирина Станиславовна Кошкина – пултаруллă çыравçă, куçаруçă, журналист. Вăл 1994 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республкинчи Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Тăван ялти вăтам шкулта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ. Çырас туртăм унăн тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне палăрнă, хĕр ăна «Малтанхи утăмсем» ятлă кружока çÿресе аталантарнă. И. Кошкинăн хайлавĕсем «Тантăш», Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕсенче пичетленнĕ. 2023 çултанпа вăл – «Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн членĕ.