Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин сум-хисепне ӳстерес тӗлӗшпе калаҫнӑ

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин сум-хисепне ӳстерес тӗлӗшпе калаҫнӑ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ.

Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ.

«Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те. «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар» сӗтел тавра пухӑннисем Чӑваш Республикин сӑнне чӑвашлатмалли пирки каларӗҫ. Чӑваш культурине сӑнлакан палӑксен йышне ӳстерни аван пулнине пӗлтерчӗҫ.

Стратегиллӗ сессире сӗннӗ сӗнӳсемпе усӑ курса тӳре-шара «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫланӑ чухне усӑ курӗ.



Чаваш халах сайче
14 апреля 2023
21:07
Поделиться