Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Тăван кĕтес те тăвăр пулнă

Тăван кĕтес те тăвăр пулнă

Чăваш кĕнеке издательствинче Хветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта «Шурча таврашĕнче» историлле романăн иккĕмĕш кĕнеки — «Таркăн» — вырнаçнă (пĕрремĕш кĕнеки — «Таната» — «Çырнисен пуххин» пĕрремĕш томне кĕнĕччĕ).

Икĕ кĕнекерен тăракан сумлă произведени чăваш литературин романистикинче паллă вырăн йышăнать. Литература тĕпчевçисем, вулакансем ăна совет самани вăхăтĕнчех пысăк хак парса йышăннă.

Романăн иккĕмĕш кĕнекинче, «Таркăнра», пулса иртекен ĕçсем «Таната» геройĕсен кун-çулĕпе тачă çыхăннă, çав вăхăтрах вулакан куçĕ умне çĕнĕ сăнарсем те йышлăн тухаççĕ.

«Писатель кĕнеке ятĕнчех халăхăн историлле шăпине, ун синкерлĕ кун-çулне кĕскен те тарăннăн палăртнă, — тесе çирĕплетет Юрий Артемьев критик. — Тÿрĕ пĕлтерĕшпе илсен, романра чăн-чăн «таркăн» тесе Янтула çеç мар, Ухтивана та каламалла. Кусем — автор идеалне шутсăр çывăх тĕп геройсем. Социалла тата нацилле пусмăр айĕнчи халăх çуратса çитĕнтернĕ чăваш хастарĕсем тăван кĕтесĕнче çăкăр-тăвар çеç мар, сывлама сывлăш çитменрен çимакурланса тĕнче касаççĕ, йĕрлевçĕсенчен пытанас тесе ют çĕрсенче пытанса çÿреççĕ. Паллах, ку вăл — хăйне майлă пассивлă протест, юнĕçенсемпе уççăн кĕрешме май çукран тăвакан утăм, — тет Ю. Артемьев. — Чăн-чăн гуманист Уяр пусмăр тÿсекен, куççуль типнĕрен чунпа макăракан, çĕр çинче те, çÿлте те хÿтлĕх тупайман пин-пин чăваш çыннин кулленхи пурнăçне асра юлмалла сăрсемпе анлă пир çине ÿкерсе сăнлать. Пĕр пысăк йышпа пурăнакан чăваш халăхĕ куçне уçайми тĕттĕмлĕхпе чухăнлăхра хĕн-асап курать».

Критик шучĕпе, Шурча вăрçи Уяршăн «çула май» тема çеç шутланнă, социалла заказпа «витĕнсе», классен кĕрешĕвĕпе çыхăннă конфликта çиеле кăларса çыравçă социалла-философилле ыйтусене тĕпе лартнă, революцичченхи чăваш тĕнчине туллин сăнарласа панă.

Тимлĕ вулакана шухăша яраканни «Танатара» та, «Таркăнра» та темĕн чухлех.

Хветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» иккĕмĕш томĕ çак кунсенчех кĕнеке лавккисене çитĕ. Эпир вара «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томне хатĕрлеме пуçлăпăр.



Чувашское книжное издательство