Мальвина Петрова çамрăк поэтăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Мальвина Петровӑн пӗрремӗш уйрӑм сăвă пуххийĕ – «Пӗччен Хӗвел» – кун çути курчĕ.
Унăн редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 500 экземпляр. Вулакансем М. Петровӑн сӑввисемпе социаллӑ тетелте (Патшалӑх хӗрӗ хушма ятпа), «Тӑван Атӑл» журналта паллашма пултарнӑ. Вӗсем шухӑш ҫӗнӗлӗхӗпе, чӗлхе эрешлӗхӗпе, вӗри туйӑмлӑхӗпе тыткӑна илеҫҫӗ. Ҫамрӑк сӑвӑҫ шухӑш-кӑмӑлне уҫҫӑн та ҫирӗппӗн палӑртать, никам умӗнче те пуҫне таймасть.
Поэзире М. Петровӑн – хӑйӗн сасси, тӗнчекурӑмӗ. Ӑна ыттисенчен тӳрех уйӑрса илетӗн. Тӑван чӗлхе хӑватне, асамлӑхне, илемне ҫивӗч туякан поэт ҫакна вулакансем патне те типтерлӗн, хӑюллӑн ҫитерме тӑрӑшать.
Мӗскер, мӗскер айван пӑхатӑр.
Эп хам килте, хам ҫӗр ҫинче.
Чӑваш пулса ҫуралнӑ хамӑр,
Ма шӑп пулас? Пӗлин тӗнче!
Ҫуралса ӳснӗ тавралӑх е юрату ҫинчен сӑмах пырать-и, пурнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗпе тӳнтерлӗхӗ ҫамкана картлантарма хистеҫҫӗ-и, ӗмӗтсем шухӑш авӑрне туртаҫҫӗ-и – кирек мӗнле лару-тӑрура та вӑл ҫирӗп, пуҫне усмасть, хӑйӗн вӑйне шанать. Хӑйне евӗрлӗ философ теме те пулать ӑна, мӗншӗн тесессӗн йӑлт вӑхӑтлӑх пулнине тахҫанах ӑнланса илнӗ вӑл. Пуҫтахсем иртӗхни те, куҫҫуль шапӑртатса юхни те, тарӑхни те, мӗскӗнсем тертленни те – пӗтӗмпех иртет. Хурлӑх вырӑнне савӑнӑҫ килет, анчах вӑл та яланлӑх мар. Сӑмах, халӑх чунӗ-чӗмӗ – акӑ мӗн юлать. Ӑна кӑкласан-вӑтӑрсан та, путарсан та тӗп тӑваймӑн. Пачах урӑхла, арасланса, вӑйланса ҫеҫ пырӗ. М. Петрова ҫакна питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа хӑйсем патне туртаҫҫӗ те унӑн сӑввисем. Ҫамрӑк поэт шӑрҫаланинче темӗнле асамлӑх, ӑрӑмлӑх пуррине туятӑн.
Хӑш-пӗр кӑткӑс пек туйӑнакан сӑмаха автор сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса паратьĕ Ӑна юптару жанрӗ те ют мар. Кӗнекери «Йыт пырши», «Сӑвӑс», «Куштан Автан», «Пукане», «Урапа», «Кӗвӗҫ Пӗлӗт», «Ӑмсанчӑк Хурт» хайлавсене шӑпах ҫак жанрпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ. Вӗсенче сӑвӑҫ пурнӑҫри ҫитменлӗхсене питлет, кӗвӗҫӳпе ӑмсанӑва, пултаруллисене ура хунине, пустуй каппайланнине сивлет.
Кӗнекене «Пӗччен Хӗвел» сӑвӑ тӑрӑх ят панӑ. Сӑмах май, Сывлӑм Алешӗ ӑна кӗвве хывнӑ. Илемлӗ юрра тетелте тупса итлеме пулать.