Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Станислав Сатурăн «Кĕр ванчăкĕ» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Станислав Сатурăн «Кĕр ванчăкĕ» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Чăваш поэзине юратакансем Станислав Сатур ятне илтнех-тĕр. Юлашки вăхăтра вăл вулакансене темиçе сăвă пуххи те парнелерĕ, хайлавĕсем «Тăван Атăл» журналта пичетленчĕç. Пуш уйăхĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче харăсах икĕ кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Писательсемпе критиксеи, преподавательсемпе студентсем, поэтăн ентешĕсем «Станислав Сатур сăввисем. Стихи Станислава Садура» тата «Чĕнÿллĕ çул» кĕнекесене пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç.

Чăвашла-вырăсла хатĕрленĕ кăларăмĕ вара нумаях пулмасть «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурсра «Тĕпчевçĕ хаклавĕ» номинацире çĕнтерчĕ. Сăпайлă, нумай калаçма юратман сăвăç кăкăр çапса, мухтанса çÿремест. Хăй ĕçне тĕплĕн тăвать, пушă самант тупăнсанах сĕтел хушшине вырнаçать. Сăвă йĕркисем тăрук пуçа килсе çĕр варринче те тăратса лартаççĕ ăна. Хайлавĕсем пуçтарăнсан вĕсене пĕрле пухса черетлĕ кĕнеке кăларать Станислав Николаевич. Яланхи пек шăппăн, вĕçкĕнленмесĕр. Тен, çавăнпах хăшĕ-пĕри ун çинчен нимех те илтмен. Халăх хушшинче презентацире те янăрарĕ ку шухăш. Вулакансене çывăхрах паллаштарас килет поэтпа.
Станислав Никоноров (Сатур) 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанарта çуралнă. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш профессиллĕ техника училищине пĕтернĕ хыççăн пĕр хушă стройкăра платник-монтажник пулса ĕçленĕ, çар хĕсметĕнче пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ĕçленĕ хушăрах вăл хăйĕн пĕлĕвне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанта зонăри комсомол шкулĕнче, Мускавра Пĕтĕм Союзри комсомолăн курсĕнче ÿстернĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Республикин писательсен союзĕ çумĕнчи «Сунтал» литература пĕрлешĕвне çÿренĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнче пушар хĕсметĕнче тăрать.
С. Сатур – Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ. Унăн кĕнекисем: «Чĕре хĕлĕхĕсем» (1993), «Кăмăл тĕкĕрĕ» (1997), «Сăмах» (2001), «Сăмах майăн» (2002), «Чун вĕçевĕ» (2005), «Юхăмра» (2017), «Эпĕ» виçе» (2019), «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура» (2020), «Чĕнÿллĕ çул» (2021).
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче поэтăн тепĕр сăвă пуххийĕ пичетленсе тухрĕ – «Кĕр ванчăкĕ». Унăн редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Татьяна Бурдина.
Станислав Сатур хăйне евĕрлĕ тĕнче курăмĕпе, илемлĕ чĕлхипе вулакана туххăмрах тыткăнлать. Кашни йĕркере мĕн тери сăнарлăх, тарăн шухăшлăх пытарăннă! Кĕнекери сăвăсем, нумай сийлĕскерсем, тутлă тĕшĕллĕ мăйăрсем пек, – катмасăр астивеймĕн, пуçа ватмасăр ăнкараймăн. Ку хайлавсене вуламассерен мĕн те пулин çĕнни асăрхатăнах.
Куçа мăч та хупмарăм
каллех çĕр каçипех, –

мачча хăмисемпе
атте-анне сывларĕ!..
(2021)
Е тата,
Кĕр ванчăкĕ арканнă тĕкĕр евĕр
сас-чÿсĕр выртрĕ анлăн
чун çинче.

Ванчăкĕсем
(кашни – пĕр уйрăм кĕвĕ)
Курнаççĕ ăрăмчăк –
кун çутинче!..
(2021)
Авторăн нумай енлĕ пултарулăхĕ тÿрех курăнать, кăларăмра философи, юрату сăввисем те, гражданла лирика та вырăн тупнă. Чылай сăвăра тăван еншĕн, атте-анне килĕшĕн тунсăхлани сисĕнет. Поэтăн чĕрине чăваш чĕлхин хисепĕ-сумĕ чакни, çамрăк ăру чăвашла калаçманни те ыраттарать.
Çук сывлăх сунни чăвашла,
Чăваш шкулĕнче-çке, ара!

– Кун пек пулса тухрĕ ăмма.
Каларăн çеç:
– Хăнăхрăмăр!..
(2020)
Вулакана «Кĕр ванчăкĕ» кĕнекепе куçа-куçăн хăварас килет. Сатур сăввисене шăплăхра, пĕчченлĕхре вуламалла. Вара асамлă йĕркесем сирĕн чĕрене те сăрхăнса кĕрĕç.

Ольга Австрийская



12 мая 2022
08:44
Поделиться