Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Валентина Чаплинăн хайлавĕсем — икĕ чĕлхепе

 

Юлашки вăхăтра икĕ чĕлхепе тухакан /билингва/ кĕнекесем анлă сарăлчĕç. Чăваш кĕнеке издательстви чăвашла-вырăсла, чăвашла-акăлчанла, вырăсла-акăлчанла чылай кăларăм пичетлесе кăларчĕ. Вĕсем тĕрлĕ чĕлхене тишкерме-вĕренме, хайлавсене пĕр-пĕринпе танлаштарма хистеççĕ. Çак кунсенче кĕçĕн çулхи вулакансем патне черетлĕ кĕнеке çитрĕ — «Димкина Звезда. Димка Çăлтăрĕ». Унăн авторĕ — паллă ача-пăча çыравçи Валентина Чаплина.

Кăларăма юмахпа калав кĕнĕ. Вĕсене вырăсларан чăвашла Ольга Австрийская куçарнă. Хайлавсене Татьяна Немцевăн тĕлĕнмелле илемлĕ ӳкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ, ачалăх тĕнчине ертсе каяççĕ. Автора хумхантаракан темăсен йышĕнче — çутçанталăка хӳтĕлесси, кăмăл-сипет тасалăхĕ.

«Димка Çăлтăрĕ» юмахри тĕп сăнар Димка пĕррехинче илемлĕ Çăлтăрпа паллашать те ун хыççăн вĕçме шут тытать. Анчах ĕмĕте пурнăçа кĕртме шав тем чăрмантарать: çĕр çинче ĕç пайтах. Е çăкасен инкек сиксе тухнă, тураттисемпе çатăлтатаççĕ; е йĕрекен хĕрача куç умне пулать. Пĕрне те тимлĕхсĕр хăварма çук. «Ку хĕрача пачах ют пулсан çын та мар-им? — талтлатать шухăш Димкăн пуçĕнче. — Урамра çапла пĕччен пăрахса хăвармалла-им ăна?» Аякри Çăлтăр патне çитме пултарĕ-ши арçын ача?

«Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче» калаври тĕп сăнар Юра пахчинче тăрăшсах канна çитĕнтерет, учительницăна хӳхĕм чечек çыххи парнелеме ĕмĕтленет. Акă авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вăл шкулалла утать, ун аллинче — хĕмленекен çеçкеллĕ канна. Ачасем ун çине куç илми пăхаççĕ, Софья Ивановна та савăнăçлă. Анчах темшĕн-çке Юрăн чĕри хĕссе ыратать… «Ун аллинче чечексем мар, кăвайт тейĕн, çил вĕрнипе çулăм чĕлхисем кăшт хускалаççĕ пек. Анчах çил çук. Юрăн алли чĕтрет иккен». Çав териех мĕн хăратса ӳкернĕ-ши арçын ачана? Кĕнекепе паллашсан мĕнпур вăрттăнлăха пĕлейĕр.

По материалам Чувашского книжного издательства



28 июля 2020
16:15
Поделиться