Чăваш Наци телевидени эфирĕнче - çĕнĕ кăларăм «Кил ăшши»
Тимофеевсен çемйи ачисене ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ. Вĕсем усрава илнĕ 3 ачана тăван тĕпренчĕкĕсемпе тан юратса кил ăшши парнелеме пултарнă. Тимофеевсен туслă çемйипе пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетре «Кил ăшши» кăларăмра паллашма пултаратăр.