Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пичет ĕçченĕсен уявĕ йăлана кĕчĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче çулсеренех Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тăватпăр. Шăпах январĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак уява халалланă пысăк мероприяти иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Чăваш Енĕн пичет ĕçченĕсене: пичет ветеранĕсене, журналистсене, полиграфистсене, телевиденире тата радиора ĕçлекенсене театра кĕнĕ-кĕменех чăваш пикипе каччи кĕтсе илчĕç. Иккĕмĕш хутра вара сăн ÿкерĕнмелли тĕрлĕ вырăн, кĕнекесен куравĕ вырнаçни тата та ытларах уяв сĕмне палăртрĕ. Кунта республикăн кашни кĕтесĕнчен килнĕ тĕп редакторсене, корреспондентсемпе операторсене пĕр-пĕринпе курнăçса калаçма, сăн ÿкерĕнме меллĕ пулчĕ.

Пичет кунĕсем ячĕпе иртекен уява çулсеренех çĕнетме, хăйне евĕрлĕ интереслĕ йĕркелеме тăрăшаççĕ. Халĕ те çавăн пекех пулчĕ. Сăмахран, кăçал уяв программине ертсе пыракансем «Ч» сас паллине халалларĕç. Унпа çыхăннă тĕрлĕ самант вырăнлă пулчĕ тата видеоролик та кăмăла кайрĕ.

Мероприятире çавăн пекех Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов тата ытти хисеплĕ хăнасем пулчĕç.

Мероприяти пуçламăшĕнче Михаил Игнатьев республикăн массăллă информаци хатĕрĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен хатĕрленĕ куравпа паллашнă. Чăваш кĕнеке издательстви те курав йĕркеленĕ. Издательствăн Генеральнăй директорĕ Светлана Каликова кăçалхи юбилей çулĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине, издательствăн  юбилей  çитнине халалланă çĕнĕ кĕнекесем пичетленессине пĕлтернĕ.

Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче Раççей тата Чăваш Пичечĕн кунĕ- сене паллă тăвасси йăлана кĕрсе юлнине палăртрĕ.

- Çак уяв - професси ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетмелли сăлтав тата пирĕн хаклă ветерансен, çавăн пекех çамрăксен çĕнĕ шухăшĕсене мала хурса тĕллевсене палăртмалли май пулса тăрать. Хăйсен професси ĕçне халăхсем хушшинчи лару-тăрăва шута илсе пĕрле хаклама, улшăнусем кĕртме май парать. Кирек епле информацие те вулакан патне тĕрĕс, таса чунпа, суймасăр илсе çитермелле», - терĕ Михаил Васильевич.

Вăл журналистсене ытларах ĕç çыннисем, нумай ачаллă çемьесем, халăхăн йăли-йĕрки, çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулса ÿсме пулăшакан материалсем, тăван çĕр çинчен ытларах каласа пама ыйтрĕ. Михаил Васильевич пичет ĕçченĕсене суясăр, тĕрĕс статьясемшĕн, репортажсемшĕн тав турĕ.

Михаил Анисимов иртнĕ çулхи паллă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл шутра цифрăллă эфир телевещанийĕ çине куçнине палăртрĕ. Радиовещани çинчен те каласа хăварчĕ.

Кăçал Чăваш кĕнеке издательстви пĕр ĕмĕр тултарнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Асăннă предприяти рес- публикăн литература пуянлăхне ÿстерсе пырать. Ача-пăча литератури çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Полиграфи тытăмĕнче республикăра пурĕ 80 ытла предприяти ĕçлет. Вĕсем   кĕнекесем, журналсем, хаçатсем, бланксем пичетлесе кăлараççĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне Элĕк район хаçачĕн тĕп редакторĕ Марина Леонтьева тивĕçрĕ. Çавăн пекех çак кунсенче район хаçачĕн корреспондентне те Анжелика Силивестровăна министрăн Тав хучĕпе чысларĕç.

Уява килнисене тĕрлĕ юрă-ташă парнелерĕç. Вăл йышра Шăмăршă тата Елчĕк район хаçачĕсен тĕп редакторĕсем Наталья Ильина тата Николай Малышкин та хăйсен юррисене калем ăстисене халалларĕç. Юлашкинчен Алексей Московский эстрада çăлтăрĕ те пичет ĕçченĕсене саламларĕ.

Н.СМИРНОВА.



Аликовская районная газета