Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Инçетри ялта та хăвăрт интернет пулĕ (Хыпар)

«Цифра экономики» нацпроектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри вун-вун яла кĕçех пысăк хăвăртлăхлă интернет çитĕ, шкул ачисем, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче унпа пĕр тапхăр тÿлевсĕр усă курма пултарĕç.

Республикăра «Цифра экономики» нацпроект тытăмĕнчи «Информаци инфратытăмĕ» федераци программине пурнăçлас тĕлĕшпе «Ростелеком» ĕçе кÿлĕнет — вăл аукционăн республика территорийĕнчи çĕнтерÿçи тесе йышăннă. Компани регионти социаллă пĕлтерĕшлĕ 343 объекта çыхăнăвăн пысăк хăвăртлăхлă чĕлкĕмлĕ оптика линине илсе çитерĕ.

ЧР информполитика министрĕн заместителĕ Екатерина Грабко пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕç — федераци укçипе пурнăçлакан проект. Паллах, йÿнĕ мар. Чăн та, федерацин çыхăну ведомстви малтан хака 300 млн тенкĕ шайĕнче палăртнă пулсан, аукцион ирттернĕ май вăл темиçе хут чакнă — 90 млн тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах. Çапла вара пысăк укçа перекетленнĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: «Ростелекомпа» тунă контракт — 3 çуллăх, асăннă хака трафикшăн тÿлесси те кĕнĕ, çавна май çав 3 çуллăх тапхăрта хайхи учрежденисенче интернетпа тÿлевсĕр усă курĕç.

Çыхăну компанийĕн 2021 çул вĕçлениччен Чăваш Енри 238 ялти 35 фельдшерпа акушер пунктне, 300 ытла вĕрентÿ организацине, патшалăх влаçĕн органĕсене, ял администрацийĕсене, пушар хуралĕн деповĕсене, ытти объекта оптика илсе çитермелле — пĕтĕмпе 365 километра яхăн çĕнĕ лини тăсмалла. Ыттисем вара? — унашкал об±ектсем республикăра 1 пин патнеллех вĕт… Вĕсен кăштах кĕтме тивĕ. Хальлĕхе проектăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. 90 учреждение кăтартусене памалли сетьпе оператор кăçалах çыхăнтарĕ.

Паллах, интернет вĕсенче маларах та пулнă. ВОЛС çитнĕ май вара çыхăну пахалăхĕ çĕнĕ шая çĕкленĕ. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн хула шкулĕсенче интернет хăвăртлăхĕ 100 мегабитран кая мар пулмалла, ял шкулĕсенче — 50-ран кая мар. Кивĕ çыхăну çак требованисене тивĕçтермен. Çĕнни — тивĕçтерĕ. Федераци шайĕнчи проект пулин те регионăн Информполитика министерстви ăна пурнăçлассинчен айккинче тăмĕ. Вăл е ку учреждени хăш министерствăна пăхăннине кура линисен тĕрĕслевне çав министерствăсен тата учрежденисен представителĕсене явăçтарнисĕр пуçне информполитика ведомствин представителĕсем те хутшăнĕç.
«Ростелекомăн » Чăваш Енри филиалĕн директорĕн Александр Дудинăн шучĕпе, çак тĕслĕх — информаци технологийĕсем аталаннă май çынсен пурнăç пахалăхĕ те лайăхланнине куçкĕрет çирĕплетекен тĕслĕх. Оптика ял çыннисемшĕн цифрăн çĕнĕ технологийĕсемпе усă курмалли майсене уçĕ, онлайн мелпе вĕренмелли, бизнес тытса пымалли, «инçетрен» ĕçлемелли майсемпе усă курма пулăшĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

ШУХĂШ
Михаил АНИСИМОВ, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
— Паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутĕнче — çыхăнăвăн çĕнĕ йышши информаци инфратытăмне аталантарасси. Пысăк хăвăртлăхлă интернет социаллă пĕлтерĕшлĕ об±ектсене çитнине кура электрон сервиссемпе усă курмалли майсем анлăланаççĕ. Ялсенче пурăнакансем патшалăхăн хăйсене кирлĕ пулăшу ĕçĕсемпе онлайн мелпе усă курма пултарĕç. Çав шутра — врач патне йышăнăва çырăнасси, ЗАГСа заявлени парасси, ачана садике ямашкăн черете тăрасси, тивĕçлĕ справкăсем илме саккас парасси тата ытти те.



Хыпар
30 августа 2019
08:41
Поделиться
;