Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Мĕн вăл – суперсервис? (Хыпар)

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче суперсервиссен тĕслĕхĕсемлĕ (прототипĕсемлĕ) пай туса хунă. Ятарлă çав пайра суперсервиссен уйрăмлăхĕсем çинчен пĕлме, видеороликсем пăхма, çавăн пекех сĕнӳсем çырма пулать.

Вунă заявлени вырăнне – пĕрре

Суперсервиссем – электронлă патшалăх пулăшăвĕсен çĕнĕ тĕсĕ. Вĕсен тĕллевĕ хутлă бланксемпе усă курассине, çынсем патшалăх органĕсене каяссине, черет тăрассине май килнĕ таран чакарассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра Пĕрлехи портал урлă электронлă заявленисем пама, уведомленисене тĕрĕслеме, выпискăсем илме, патшалăх пошлинисене, налуксемпе штрафсене тӳлеме пулать. Çапла майпа çынсем вăхăтне тата укçине перекетлеççĕ. Çапах асăннă процеса – патшалăх пулăшăвĕсене илессине – тата çăмăлрах, ăнланмалларах тума май пур. Тĕслĕхрен, вунă заявлени вырăнне пĕр ыйту çеç çырни, çак тĕллевпе ведомствăна пачах кайманни аванрах вĕт. Суперсервиссем çакна чăна çавăрма май параççĕ. Çапла вара халĕ вăйра тăракан пулăшусем тата меллĕрех пулĕç, унсăр пуçне çĕннисем те хушăнĕç.

Кăçал утă уйăхĕнче Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче 5 суперсервисăн прототипĕсем йĕркеленнĕ: «Ача çурални», «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси», «Урăх региона куçса каясси», «Европротокола онлайн мелпе илесси», «Цифрăллă исполнительнăй производство». Хальлĕхе çак сервиссем ĕçлемеççĕ, çапах прототипсем урлă вĕсем малашне çынсене хăш енĕпе пулăшма пултарнине пĕлме май пур.

Мĕнле ĕçлĕç?

Акă, тĕслĕхрен, «Ача çурални» суперсервиса илер. Ăна туллин хута ярсан вăл ашшĕамăшне кирлĕ пĕтĕм документа тата тӳлевсене килтен тухмасăрах илме май парать. Пулас амăшĕн цифрăллă профилĕнче ача çуратмалли электронлă сертификат тата «больничнăй» «тухаççĕ». Суперсервис ача кĕтекен хĕрарăмсем мĕнле пособисем илме пултарнине «пĕлтерет» тата вĕсене килтен тухмасăрах илме пулăшать. Заявлени автомат мелĕпе хăех тулать-çырăнать. Хĕрарăмăн çав кăтартусене тĕрĕслемелле те банкри счетăн реквизичĕсене çеç кăтартмалла. Çак сервис урлă ача çуратмалли çурта та темиçе уйăх маларах çырăнма пулать. Ку тытăм ашшĕ-амăшне ача çуралсан кирлĕ документсене саккас пама сĕнет: пепке çуралнине ĕнентерекен свидетельство, СНИЛС, медицина полисĕ, ИНН, регистраци пирки калакан справка тата амăшĕн капиталĕн сертификачĕ. Амăшĕн заявленире пепкин ятне, ăна ăçта пропискăна тăратма планланине палăртмалла тата страхлакан компание суйламалла. Документсем хатĕрри пирки уведомлени килет. Электронлă документсем пурте ашшĕ-амăшĕн цифрăллă профилĕсенче сыхланса юлаççĕ. Ача çуралсан паракан пособисене илес тесен те амăшĕн заявленири кăтартусене тĕрĕслемелле те ăна ямалла çеç. РФ Цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх – «Ача çурални» суперсервис документсем хатĕрлес вăхăта 15 минут таран чакарать.

Е тата «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервиса илер. Вăл ĕç рынокĕнче кирлĕ профессие суйлама май парать, аслă шкула пĕтернĕ специалистсем ĕçе вырнаçнин тата мĕнле шалу илнин статистикипе паллаштарать. Ун урлă абитуриентсем вузсене кайса çӳремесĕрех вĕсен вĕрентӳ программисемпе паллашма тата танлаштарма, студентсен йышне кĕмешкĕн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен пĕрлехи балĕ мĕн чухлĕ кирлине пĕлме пултараççĕ. Çамрăксен килтен тухмасăрах Раççейри кирек хăш институт-университета та документсем пама май пур. Çын хăйĕн рейтингне списокра онлайн мелпе сăнаса тăраять. Абитуриент вĕренме кĕни-кĕменнине телефон çине уведомлени ярса пĕлтереççĕ. Планпа килĕшӳллĕн – «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервиса 2020 çулта пилотлă регионсенче ĕçе кĕртесшĕн. 2023 çулта вара вăл пĕтĕм çĕршывĕпех ĕçлемелле.

Çынсенчен сĕнӳсем кĕтеççĕ

Порталпа усă куракансенчен суперсервиссем пирки – вĕсем мĕнлерех пулсан аванраххи çинчен – хăйсен шухăшне пĕлтерессе кĕтеççĕ. Çак тĕллевпе çынсен, çав шутрах Чăваш Енре пурăнакансен те, Пĕрлехи порталти çĕнĕ пайри ыйтăма хутшăнмалла. Критика тата пĕлтерĕшлĕрех. Пĕтĕм анкетăна 200 специалистран тăракан команда тишкерет, шăпах çак йыш суперсервиссен проекчĕсене хатĕрлес тата ĕçе кĕртес енĕпе тăрăшать. Ку ыйтăмсене ячĕшĕн ирттермеççĕ, унти пĕтĕм шухăша чăнласах та шута илеççĕ. Ыйтăма хутшăнмалли кнопка кашни прототипăн вĕçĕнче пур. 2019 çул вĕçлениччен тепĕр 20 суперсервисăн тĕсĕсене туса хатĕрлĕç: ĕçлекенсем, пенсионерсем, автомобильсен хуçисем, харпăрлăхçăсем, студентсем, ют çĕршывран куçса килнисем тата предпринимательсем валли. Суперсервиссем майĕпен аталансах пырĕç.



Хыпар
;