Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Пĕрлехи порталти улшăнусем ("Хыпар")

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе /вырăсла кĕскен ЕПГУ/ усă куракансен шучĕ ÿсет-и? Паянхи кун ун урлă миçе пулăшупа усă курма пулать? Юлашки вăхăтра Пĕрлехи порталта мĕнле улшăнусем пулнă? Çак ыйтусене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Михаил Анисимов хуравлать.

— Кăçал чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ЕПГУра Чăваш Енре пурăнакан 14 çултан аслăрах çынсен çуррине яхăнăшĕ — 49,9% — регистрациленнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку çулта порталпа усă куракансен шучĕ 1,5 хут ÿснĕ.

— Чăваш Енре пурăнакансем патшалăхăн тата муниципалитетăн хăш пулăшăвĕсене электронлă мелпе илме пултараççĕ? Çывăх вăхăтра çĕннисем тата пулĕç-и?

— ЕПГУ урлă федераци шайĕнчи 350 ытла патшалăх пулăшăвне электронлă мелпе илме май пур. Унсăр пуçне регионсенче пурăнакансем информаци ресурсĕ урлă вырăнти пулăшусемпе те усă курма пултараççĕ. Чăваш Енре патшалăхăн тата муниципалитетăн 62 пулăшăвне /вĕсем тĕрлĕ сферăна пырса тивеççĕ/ туллин электронлă форматпа кÿреççĕ. Республикăра пурăнакансен пурин те чи пĕлтерĕшлĕ электронлă сервиссенчен пĕринпе — пепкене ача садне çырассипе — усă курма май пур. Заявка районсемпе хуласен администрацийĕсене тÿрех çитет.

Электронлă пулăшусен шучĕ ÿссех пырать. 2017 çул вĕçлениччен Пĕрлехи портала регион шайĕнчи тепĕр икĕ пулăшăва «кĕртесшĕн». Çапла вара çынсем онлайн мелпе çĕр лаптăкĕсем ăçта вырнаçнин схемине çирĕплетмешкĕн заявка пама, çавăн пекех вăрман декларацине çирĕплетме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем тĕрĕслев тесчĕсем витĕр тухаççĕ.

— Хăш пулăшусемпе ытларах усă кураççĕ?

— Регион шайĕнчисенчен ытларах çаксене суйлаççĕ: ЗАГС органĕсен сервисĕсене, ача садне черете тăратасси, врач патне çырăнасси, архив справкисене илесси. Федераци шайĕнчисенчен анлă сарăлнисем — Раççей тата ют çĕршыв паспорчĕсене, водитель удостоверенине илесси, пурăнакан вырăнта регистрациленесси, ÇÇХПИ штрафĕсене, суд тата налук парăмĕсене тĕрĕслессипе тÿлесси. Аса илтеретпĕр: Пĕрлехи порталпа усă куракансем анлă сарăлнă пулăшусемшĕн патшалăх пошлинине 30% сахалрах тÿлеме пултараççĕ.

— Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче юлашки вăхăтра мĕнле улшăнусем пулчĕç? Унпа усă куракансене çĕнĕ çулта тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?

— 2017 çулта Чăваш Ен «Мультирегиональность ЕПГУ» проекта хутшăнать. Çакăн пирки калакан килĕшĕве РФ Çыхăну тата ЧР Информполитика министерствисем алă пуснă. Проектпа килĕшÿллĕн регион тата муниципалитет пулăшăвĕсене модернизацилес ĕç пырать /ЕПГУна вырнаçтармашкăн/. Çакă Чăваш Енре пурăнакансене федераци порталĕн пĕтĕм мелĕпе усă курма май парать: çĕнĕ сервиссемпе, лайăхлатнă харпăр уйрăм кабинетпа, анлă пулăшупа тата ыттипе. 2017 çул вĕçлениччен Пĕрлехи портала модернизациленĕ 25 пулăшăва «кĕртĕпĕр». 2018 çулта ку ĕçе малалла тăсăпăр.

Çитес çулхи нарăс уйăхĕнчен çынсем пĕрлехи порталта пациентăн «Манăн сывлăх» харпăр уйрăм кабинечĕпе усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ сервис урлă вĕсен хăйсем илме пултаракан медицина пулăшăвĕ пирки пĕлме тата ун пахалăхне хаклама, врач патне çырăнма е ăна киле чĕнсе илме, диагностика тĕрĕслевĕсем çинчен информаципе паллашма май пур.

2018 çулта регионри хăш-пĕр информаци тытăмĕпе идентификаципе аутентификацин пĕрлехи тытăмĕ /ЕСИА/ урлă çеç усă курма май килĕ. Пирĕн республикăра çак улшăну чи малтан виçĕ пулăшăва пырса тивĕ: врач патне çырăнмалли тата «электронлă дневник» сервисĕсене, ĕç шыракансене пулăшассине. Вĕсене илес тесен малтан ЕСИАра, урăхла каласан Пĕрлехи порталта регистрациленмелле пулать.

 



Хыпар
;