Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Ыррине - Интернетран

Пирĕн вăхăтра Интернет тетелĕпе усă курасси анлăлансах пырать. Уйрăмах унпа ачасемпе çитĕнекен ăру ытларах интересленет. Анчах ача-пăча хăрушсăрлăх сайчĕсĕр пуçне илĕртỹллĕ вăйăсене, паллашу кĕтесĕсене явăçасран асăрханмаллах.

Январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 7-мĕшĕччен Раççейре "Рунет эрнин хăрушсăрлăхĕ" иртрĕ. Çавна май республикăри "Ырă пултăр Интернет" акцие хутшăнса ра- йонти тĕп библиотека ĕçченĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти иккĕмĕш класс ачисемпе (ертỹçи С. Сафьянова) "Интернет пирĕн хушăра" урок ирттерчĕç. Ачасем Интернетпа усă курмалли правилăсемпе паллашрĕç.

Унтан мероприятие хутшăннисем "Ачасен лайăх ресурсĕ- сем" çул çỹреве тухрĕç.

А. ИГОЛКИНА.



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 февраля 2017
10:02
Поделиться