Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Чăваш кампа тăванлă?

Чăваш чĕлхи ăçтан пуçланни ăслăлăх тĕнчине пĕр ĕмĕр кăна хумхатман. Нумай вăхăт чăвашсен тăванĕсем марисем тесе шутласа вĕсене «ту черемисĕсем» тенĕ. XVIĕмĕрте Курбский кнеç вырăс çарĕ Хусана тапăнма кайнине çапла çырса хăварнă: «Сăр юханшывĕ урлă каçсанах чăвашсене тĕл пулатăн, вĕсен чĕлхи хăйевĕрлĕ».

Чăваш чĕлхине тĕплĕн: хальхи лару-тăруне, сăмах янравлăхне, чăвашсен аваллăхне, тĕнĕпе мифологине тата халăх сăмахлăхне Н.И. Ашмарин тĕпченĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче Н.И. Ашмаринăн «Болгары и чуваши» кĕнекине иккĕмĕш хут çĕнĕрен пичетлесе (репринтлă майпа) кăларнă. Унăн хăйĕн тĕпчевĕсем XIII–XIVĕмĕрсенчи пăлхар эпиграфикине (наукăшăн пĕрремĕш текст шутланать) никĕсленнĕ. Лингвист, ăсчах çак тĕпчевсене тĕпе хурса пăлхарпа хальхи чăваш чĕлхи пĕр пек тесе пĕтĕмлетÿ тăвать.

Çак кĕнеке чи малтан 1902 çулта Хусанта тухнă. Унтанпа кăçал 115 çул çитет. Чăваш кĕнеке издательстви 2012 çулта çĕнĕрен пичетлесе кăларнă çак кĕнеке вулакансене питĕ кăсăклантарнă. Кĕнеке темиçе пайран тăрать. Пĕрремĕш «К вопросу о волжских болгарах и их отношении к нынешним чувашам» пайĕнче тюрколог вулакана Атăлçи Пăлхарпа, унăн историйĕпе тата вăл вăхăтри паллă ученăйсен чăвашсем çинчен тĕпчевĕпе паллаштарать.

Н.И. Ашмарин «Надписи, помещенные у Березина», «Фейз-Хановские надписи», «Ахмаровские надписи» пайĕсенче Ф.М. Березин чĕлхеçĕн, Фейз-Ханов ориенталистăн, Г.Н. Ахмаров этнографăн авалхи чулпалăксен куçарăвĕсене тишкерсе хăй шухăшне пĕлтерет.

«Правописание болгарских надписей» пайĕнче вăл тĕслĕхсем илсе хăйĕн тĕпчевĕсене ăнлантарать.

Н.И. Ашмарин авалхи ученăйсен тĕпчевĕсене малалла тишкерет, хăйĕн теорийĕсем çинче никĕсленсе чăваш халăхĕ Атăлçи Пăлхар тĕрĕк халăхĕпе тăванлă пулнине пĕтĕмлетет.

Первоисточник: «Сувар»



27 января 2017
18:17
Поделиться