Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

чувашский

Михаил Петров, глава Батыревского района, советник Главы Чувашской Республики:

 

Пурнăçра яланах малашлăх çинчен шутласа ĕçлесе пымалла. 2014 çулхи çитĕнÿсене пăхнă май эпир куртăмăр: пирĕн Чăваш Республикипе чăнах та ÿсемсем пур, çавăн пекех пирĕн Патăръел районĕнче те ÿсĕмсем курăнаççĕ. Çак ÿсĕмсене тунă çĕрте Чăваш Республикин Правительствин тÿпи пысăк тесе каласшăн эпĕ.

Унчченхи вăхăтра калаттăмăрччĕ - кредит нумайрах илмелле, ĕçлемелле тесе. Паян вара Михаил Васильевич çакăн пекех каларĕ: кредитпа нумай ĕçлемелле мар, хамăр вăй çине шанмалла. Ял-хуçалăх сферинче ĕçлекенсем малтанхи пекех льготăллă кредитсемпе усă курма пултараççĕ.

 

Станислав Николаев, исполнительный директор Совета муниципальных образований Чувашской Республики:

 

Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче республика 2014-мĕш çула мĕнле вĕçленине, мĕнле йывăрлăхсем пулнине тата 2015 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илмеллине тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çакă шанчăк çуратать. Чăнах та, çăмăл мар паян лару-тăру, ăна пурте пĕлеççĕ. Тата палăртса хăвармалла - ку Раççей çĕнĕ историнче пĕрремĕш экономика кризисĕ мар ĕнтĕ. Çак кризисран мĕнле тухса каясси, паллах, ĕнтĕ чи малтан пирĕн активлăхран питĕ нумай килет, эпир резервсем тупма пултарнинчен, эпир тăкаксем сахаллатса ĕçлеме пултарнинчен. Тата уйрăмах палăртса хăварчĕç - пысăк промышленноçлă предприятисенче укçа-тенкĕ хывма çăмăл мар, унта нумай укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан, муниципаллă районсенче пĕчĕк предприятисене аталанма майсем тупса памалла. Чи малтан çакăн пек çынсене тупмалла, палăртмалла. Вĕсен ĕçне эпир пулăшса, йеркелесе пырсан вĕсен тупăшĕ те пирĕн экономикăна аталантарассинче хăйĕн вырăнне тупатех тетпĕр.

Питĕ тĕрĕс каларĕ паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: йывăрлăхсене пĕтерес тесен пĕрлешсе ĕçлесе, резервсене шыраса малалала аталанма вариантсем тупмалла. Цифрăсене хăвăрах куратăр – вĕсем пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан пысăкрах. Çакă пĕлтерет: республика 2014 çулта вырăнта тăман. 2015 çулта та эпир çĕнĕ кăтартусем патне çитме пултарасса эпир шанатпăр.

Кунта тепĕр самант та палăртса хăвармалла. Паян çакăн пек йывăр тапхăрта социаллă хÿтлĕх ÿстерсе пырасси, ун çине уйрăм тимлĕх уйăрни куç умĕнчех. Пирĕн республика Раççей Федерацин шайĕнче çак йывăр çулсене начаррисен шутĕнче мар, малта пыракансен шутĕнче ирттерсе яма пултарĕ тесе шанас килет.

 

 

 



11 марта 2015
17:37
Поделиться
;