Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви

Алексей ЛЕОНТЬЕВ: "Пĕтĕмĕшле - республикăмăр йĕркеллĕ аталанать"

Алексей ЛЕОНТЬЕВ: "Пĕтĕмĕшле - республикăмăр йĕркеллĕ аталанать"

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей ЛЕОНТЬЕВ Республика Пуçлăхĕн çырăвĕ пирки

 "Республика Пуçлăхĕн çырăвĕнче эпир пурте пĕрле - хирте, заводра, аслă шкулта, ялти шкулта, фермăра, влаç тытăмĕсенче, финанс сферинче, массăллă информаци хатĕрĕсенче т. ыт. те  - çулталăк тăршшĕнче ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Михаил Васильевич илсе кăтартнă цифрăсем хыçĕнче - халăхăмăр пурнăçĕ, унăн ырлăхĕшĕн татса  памалли ыйтусем. Пĕтĕмĕшле - республикăмăр йĕркеллĕ аталанать. Оппозицири депутатсем Республика Пуçлăхне панă ыйтусенчен те курăнчĕ çакă. Чĕрре кĕрсе хирĕçлемелли чăнах та  çукпа пĕрех.

Мĕн вăл  - йĕркеллĕ аталану? Чăваш ялĕнче çуртсен мăрйисем йăсăрланни (эппин, ял пĕтмест),  хирте  çум курăк вырăнне калча ешĕлленни (эппин, çĕр ĕçлет), ирхине автобус-троллейбус тăп-тулли (эппин, хула экономики чарăнса ларман), стройкăсенче (калăпăр,  «Çĕнĕ хулара») крансем ĕçлеççĕ (эппин, хваттер черечĕ чакать)…

Ÿлĕм те çапла пултăрччĕ".

 

 

 


15 февраля 2013
00:00
Поделиться